Пулӑмсем чӑвашсемпе, Чӑваш ҫӗрӗ-шывӗпе ҫыхӑннисем пулмалла, ыттисем валли урӑх вырӑнсем пур.
Пулӑмсем, тепӗр енчен, ытла пӗчӗк шайра пулмалла мар. Сӑмахран, мӗнле те пулин кӗнеке пичетленсе тухнӑ куна та палӑртма пулать, анчах та ку пулӑм ытла пӗчӗк (паллах, енчен те кӗнеке чӑваш культуришӗн, чӑвашшӑн питӗ паха пулсан /тӗслӗх: К. Ивановӑн «Нарспине» пӗрремӗш хут пичетлесе кӑларни/ — кун йышши пулӑмсене те сӑнласа пама пулать).
Ҫакӑн йышши пулӑмсене кӗртмелла: паллӑ ҫын ҫурални, ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайни, ытти пулӑмсем. Пулӑм хӑш кун пулса иртни паллӑ пулсан ҫеҫ (е темиҫе версинчен халӑхра пӗри ҫирӗпленнӗ пулсан) ӑна кӗртме юрать. Кунӗ те, уйӑхӗ те, ҫулӗ те паллӑ пулмалла.
Паллӑ ҫынсем шутне эпир пӗр-пӗр энциклопедире (вӗсене юлашки вӑхӑтра чылай кӑлараҫҫӗ) асӑннӑ ҫынсене кӗртетпӗр. Энциклопедире пур пулсан — пирӗн вӗсем ҫинчен пӗлмелле, сайтӑн «Пулӑмсен» пайӗнче асӑнмалла.
Тата, маларах асӑннине ҫирӗплетсе, калас пулать — Чӑваш Ен пурнӑҫӗнче самай тарӑн йӗр хӑварнисене (ак, сӑмахран, А.С. Пушкин чӑваш ҫӗрӗ урлӑ иртсе кайнӑ. Ку, паллах, паллӑ самант. Анчах та А.С. Пушкин чӑваш культуринче тарӑн йӗр хӑварман, ҫавӑнпа та вӑл хӑҫан ҫуралнипе ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнине кӗртме кирлӗ мар. Енчен те ҫак паллӑ поэт пӗр чӑваш ялне килсе кӗнин кунӗ паллӑ пулсан — ҫак куна палӑртмалла.)
Пулӑма ҫапла ҫырса кӑтартмалла: «__Иванов Иван Иванович__, паллӑ чӑваш ..... ҫуралнӑ.», «__Иванов Иван Иванович__, паллӑ чӑваш ..... ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.», «Шупашкарта __Чапаев Василий Иванович__ палӑкне уҫнӑ.», «Ҫӗрпӳре __Иванов И.И. ячӗллӗ ял хуҫалӑх университетне__ уҫнӑ.» (ку тӗслӗх ҫеҫ!). Пулӑма ҫырса кӑтартнӑ чухне тӗп объектне икӗ енчен «_» паллӑпа уйӑрмалла (каҫӑ йӗркеленмешкӗн). Ытти сӑмахсем ҫине каҫӑ лартма кирлӗ мар.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.12.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 769 - 771 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Бараев Владимир Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кадышев Михаил Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Сокольский Николай Михайлович, график, живописец ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |